Манпа чух - ан хӑра!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026


Шавласа-карласа юхакан ПУРНӐҪА

САМАНА васкатсах хӑвалать МАНӐҪА.

Хӗстереҫҫӗ ӑна - ик енчен ик ҫыран -

САВНӐҪПА ХӖН-АСАП - ейӗве каясран;

Салатать аркатма килекен КУНСЕНЕ

Хытса ларнӑ ӖНЕР - чиккине тивсенех;

ПАЯНТАН ЫРАНА пӑракан авӑкра

Чарӑнма юрамасть - авӑссам хӑвӑртрах!

Ывӑнсан, йӑлӑхсан, тарӑхсан та - тӳссем!

Аллунтан ан вӗҫерт, ӳкӗтлетӗп, кӗсмен!

ҪЫЛӐХПА пӑтранса тӑракан авӑра

Пӑрӑнса иртмеллех! Манпа чух - ан хӑра!


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха