Уйӑхпа Хӗвел

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Якӑлти Ҫӑлтӑрсен ялтӑравӗн

Йӳнлӗхне ӑнлансах ҫӗр хута

Алӑка леш енчен хупса кайрӗ

Сар Хӗвел упӑшки ҫич юта...

Ҫӑлтӑрсем ҫӗрӗпех ташлаттарчӗҫ

Ясара ерекен Уйӑха:

Ҫылӑхпа тулакан кӑлтӑрмачӗ

Тикӗслерӗ хура тунсӑха...

Сас-хура салатса ҫитермесӗр

Канӑҫне тупайман Ҫилсемех

Ҫӗрӗпе ӗсӗкленӗ Хӗвелӗн

Ҫытарне типӗтеҫҫӗ ирех...

Ӳпкевпе ӳкӗну тумлатмасӑр

Ялкӑшса хӑпарать, кур, Хӗвел:

Иртнинчен хитререх! ҫутӑ! харсӑр!..

Пушанса, шел, юлать сар тӗпел...

- Халӗ тин курпунне тӳрлетеймӗн, -

Ҫырлахтарччӑр шупка Ҫӑлтӑрсем.

Ылтӑнпа укаланнӑ хӗлхемӗм

Хакланать пур-пӗрех - ҫӗкленсен...

Кускалать алӑкпа сар тӗпелӗн

Килӗнче упӑшка таврӑнсан...

Ярӑнса хӑпаратчӗ илемлӗн

Сар Хӗвел ҫӳлерех кармашса...

Шурса кайнӑ питрен, кӑвакарнӑ

Уйӑха - асӑрха - каҫсерен...

Ӗлӗкхи упӑшка, пулнӑ арӑм

Тӗл пулмаҫҫӗ - сӑна - ӳлӗмрен...


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха