Карман тавра
Карман тавра -
хура карта
Хура карта
ҫинче Автан,
Хура Автан
автать пулсан
Халне пухать
хура усал...
Хура Усал -
хура хурах -
Ташша тухать
ура хуҫсах
Ах(ӑ)рать, асать,
тусать тусан:
Куҫа пӑвать
нумай курсан.
Пӑхма хушман?!
Хушмашкӑн кам?
Пӑхма хӑям,
хӑйсах курам:
Тарҫа тухман,
чура пулман...
"Хуҫам" темен!
Хӑвнах хуҫам!..
Карта тавра
кӑра кавар,
Кӑра кавар
туртать кӑвар...
Тухсам умма,
кӑтарт хӑвна -
Куратпӑр:
кам пиртен хӑна!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха