Чӗркуҫленӗн хӑвах...
Ӑсӑмпа шӗвӗртсе ҫивӗчлетнӗ Сӑмах -
Асунта ӗмӗре ҫырӑнса юлмаллах -
Ҫамкуна йӗрлесе чӗрмелерӗ часах.
Хӑтӑлма хӑтланни, ӗненсем, кӑлӑхах -
Куллупа турттарса якатма тӑрсанах -
Тӑнлавна шӑтарса йӑрӑмлать тарӑнрах.
Ӗненмесӗр мана муталанӑн вӑрах;
Тасатма тӑрӑшса улталанӑн пайтах;
Йӑлӑхсан...
ман умра чӗркуҫленӗн хӑвах.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха