Самана

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Тулса кайнӑ тӗнчемӗр-кӗлет...

Самана сӑвӑрса тӗшӗлет

Вӑрлӑха юлмалли ҫынсене:

Кӳлӗмпе* тиесе килсенех

Куҫҫульпе чӳхесе* пӗрчӗлет*.

Ытларах алине силлесен...

Чи хитре, чи паха этемсем

Сӑрхӑнса тӑкӑнаҫҫӗ ҫӗре.

Вырттаратпӑр - мехел ҫитейсен -

Кункӑра-тупӑка, кур, пӗрер.

Сӑх-сӑхсах ӑсататпӑр... ара...

Самана аллинчи алара

Тӑрса юлнӑ ассиллӗ* хыҫрам*

Пӗр кана ахӑра-ахӑра,

Сиккелет те ҫухалӗ куҫран.

Ни вӗтти, ни шултри - вӑтамми!..

Пуракне-сӑпкине шӑлами*

Тултарать суйласа вӑрлӑха

Ӗмӗрсен-ҫуллӑхсен Самани

Ҫӗнӗрен ҫӗклеме халӑха.

*кӳлӗм – ҫаврӑм, ҫаврӑнса килни

*чӳхе – ятарлӑ хутӑшпа сирпӗтни

*асси – чӑлах, катӑк

*хыҫрам – юлашки

*шӑлами – тӑкӑниччен тулли

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха