Кӑт-кӑтик юрлакан Автан

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Чӑххинчен иртеймен Автана

Пӗр-пӗр кун яраҫҫех яшкана...

Ҫӑмарта йӑтакан ушкӑна

Чуптарсан та ҫӳле хӑтана

Нумаях тытӑнса тӑрас ҫук.

Те пусса* ҫитермен вӑхӑтра:

Тем тесен те Автан катӑкрах;

Чӑнахах ӳстермен пуль хӑтра* -

Тӑранма пӗлмесле, хӑвӑртрах

Ҫӑмарта пуҫтарать майлӑ чух.

Каштаран каҫайман Автана

Пӗлсе ҫитнӗ пускил те тавра:

Пухнине пӗтӗмпех сутӑна

Кӑларать тӑхтамасӑр: "Ара,

Ӗмрипех ҫакӑнта пурнас ҫук..."

Тӗкне май кунран-кун шӑлакан,

Ӑйхипе* вылякан Чӑхӑпа

Кӑт-кӑтик! Кӑт-кӑтик юрлакан

Автана тиветех ҫак шӑпа -

Авӑтман автанран усӑ ҫук.

Пус* - ҫӑмарта ту

Хӑт* - хӑтлӑх

Ӑйхӑ* - чӑххӑн кут ани

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха