Хурса хӑвар ҫунмалӑх вутӑ
Сассу касса кӗрсен сасартӑк
Ӑшра хускалчӗ вӑй-хӑват...
Камах ҫӑлайӗ, тус, эс мар-тӑк?
Пӑтрат! Пӑлхат: сӳнес кӑвайт
Сана кӗтсех хӗлхем упрать.
Хурса хӑвар ҫунмалӑх вутӑ:
Пӗрер-пӗрерӗн ҫӑтнӑ май
Саланӗ ӑшӑ, ырӑ, ҫутӑ
Тӑсмалӑх пурнӑҫа самай...
Сана хӑвна пулать сӑвап.
Манпа санран йӑл илнӗ ҫулӑм
Ҫурса ваклать хура каҫа...
Инҫе кайса таҫта та пулӑн,
Анчах тухаймӗ манӑҫа
Сана иленнӗ ҫут кӑвайт.
Куратӑн хӑв: ялтравлӑ куллӑм
Ҫутатӗ такӑр мар ҫулна.
Ырсан - вӑйпа сисмесӗр тулӑн
Хускатӗ ӑшшӑмҫӑм юнна.
Сана валли хӗлхем пурах.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха