Санпа мана ҫыхать Инҫет

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026


Санпа мана ҫыхать инҫет,

Ун тӑрӑх вӗҫнӗ сас виҫет

Мӗн чухлӗ тӳсӗм юлнине...


Пӗлетӗп эп: кӗтме тивет,

Кӗтме пӗлсен тивлет кинет

Килсе кӗрет пӗрех киле...


Пӗлетӗн эс: хура ҫӗрле

Ҫуталӗ пулнӑ чух пӗрле

Апла пулсассӑн тӳсмелле...

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха