Самана сӑнчӑрланӑ Сӑмах
Самана сӑнчӑрланӑ Сӑмах
Кун кунлать касмӑкне* кӑшласах...
Ҫӑрине ҫӗмӗрме ҫав-ҫавах
Пултару, пуҫару пулмаллах!
Самана сӑнчӑрланӑ Сӑмах
Вилӗмпе вӑхӑтран вӑйлӑрах -
Ултавпа уртарсан уйрӑмах
Пӗтӗмпех пӗтерейӗ пуҫтах.
Самана сӑнчӑрланӑ Сӑмах
Тӑллине тӗпретет-ха татах...
Чӑхӑмне* чараймастӑн - часах
Сирпӗтсе салатать - сасӑпах!
Касмӑк* - сӑнчӑр
Чӑхӑм* - куштанлӑх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха