Ырату ачисем

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Пуҫӑмра выртакан Шухӑшсен тӗркинчен

Темӗскер шыраса - Хуравсен ҫиппине

Кукӑрчак сӑмсипе ҫекӗллерӗ Ыйту...

Шӗркетлерӗ* ҫапла ҫӑлтӑрсем сӳниччен -

Палӑртасшӑн пекех - хӑш енчен тивнине

Шухӑшпа Хурава чӑн-чӑнах вӑл турту*.

"Никама кирлӗ мар", "йӑлӑхтармӑш", "пӗччен"...

Тӗрлӗрен калакан, тӗрлӗрен чӗнекен...

Тем тесен те вӗсен пӗр анне - Ырату.

турту* - тӑванлӑх

шӗркет*- йӑлӑ ту

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха