Тӑмана-ӑсчах

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

Пӗр Тӑмана тухма шутланӑ ӑсчаха,

Тӗпчет вӑл сӑмаха.

«Чӗлхе – вӑл чӗрӗ япала,

Пӗрвӗҫӗм ун улшӑнмалла.

Хӑш сӑмахсен пӗлтерӗшне

Май ҫуккӑ ӑнланма. Сӗнетӗп малашне

Чӗлхемӗре ҫӑмӑллатма

Ялан «ту» глаголпа усӑ курма», –

Тет Тӑмана комиссире.

«Тем, ӑнланмарӑмӑр сире, –

Пуҫне ҫӗклерӗ ват Чарлан, –

Тӗслӗхсемпе ӑнлантарсам».

«Ак, сӑмахран, «вула» – «читать ту»,

«Ӗҫле» – «работать ту»,

«Вӗҫ» – «летать ту»,

«Ҫи» – «обедать ту»...

«Ҫитет, – чарать Чарлан ӑна, –

Ӑсран-и тухрӑн, Тӑмана?»

«Тухман-ха, – хирĕçлет чӗлхеҫӗ, –

Илтмен-им, халь мӗнле пуплеҫҫӗ:

«Килтӗм отдыхать туса...»

«Заниматься туса...»

«Хваттере сдавать турӑм...»

«Тӑвансене звонить турӑм...»

Ҫавӑнпа та ман сӗнӳ аван –

Ҫӑмӑл пулӗ «ту»-пала усӑ курсан».

«Тен, чӑнне те вӑл калать...» –

Пуҫне хыҫрӗ ват Чарлан.

------------

Чӑваш чӗлхи-ҫке пит пуян,

Ан ҫӳпӗле шав «ту»-палан.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха