Вакунӑн-вакунӑн…

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Вакунӑн-вакунӑн шӑваҫҫӗ саккунлӑн

Аса илӳсем сыпӑнтарнӑ кунсем...

Тӑратӑн вара: пулман та пуль? Пулнӑ!

Йыш(ӑ)нас килмесен те ҫырлах, ӗненсем.

Вакуннӑн-вакуннӑн... те савнӑҫ, те хурлӑх

Тултарнӑ, иртеҫҫӗ сӑмсам умӗнчен.

Ачалӑх та яшлӑх сӑрт-тӑвӗ, ҫыр урлӑ

Таҫта тӑхтамасӑр каяҫҫӗ инҫе.

Вакуннӑн-вакуннӑн... иртеҫҫӗ шак хунӑн*

Сывлас сывлӑша ӗмӗтпе тӗтӗрсе...

Пӗлмесӗр тӑратӑн: мӗн чухлӗ-ши юлнӑ -

Шӑпам картнӑ пек - сыпмалли кунӑмсем?

*шак хур — систер, асӑрхаттар

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха