Куллӑма чӗпӗтсе ывӑтатӑп
Куҫунта пӑтранса тӑракан авӑрна
Куллӑма чӗпӗтсе ывӑтатӑп пӗр катӑк:
Ҫӑтса ярӗ часрах - пытарса хӑварма -
Киленсе йӑпанмалӑх ыран, паян мар-тӑк.
Тӗпрететӗп тата виҫ-тӑватӑ сӑмах
Курнӑҫман вӑхӑтра сулӑмна* упрамалӑх...
Тӗнче тӑрӑх касса йӑлӑхсассӑн хӑвах
Умӑмра чарӑнса ыйтӑн чӗптӗм хавхалӑх*.
*сулӑм – хӑйне-хӑй хускални
*хавхалӑх - хавхалану
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха