Сӑмах - Сӑвӑ - Чӗлхе - Халӑх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

... Ҫитмест тесе шутлаттӑм чӑтӑм:

Ҫыртса-авса хуҫлатрӗ хӑтӑм*.

Кӗтменччӗ кун пекки хамран,

Ирттертӗм кун, аран-аран

Пусса кӑлартӑм ҫав-ҫавах

Ӑшран-вартан ҫавра Сӑмах.

Талас тӗлнех ҫитсессӗн тӗртӗм*

Вилесчӗ - пӗттӗр, - терӗм, - тертӗм.

Ылхан та савнӑҫ тӗввине -

Хальччен асаплӑн йӑтнине -

Чӑнах, хавасчӗ ӳкерме...

Ҫуралчӗ... Сӑвӑ-кипкере.

... Мана хама хӑварнӑ Халӑх

Мая* тӗлне, йыша хушмалӑх:

Ӳссе ҫитсен, сарсан ҫунат

- Пилленӗ пек ҫӳлти хӑват -

Вӗрсе кӗртме черетлӗ чӗм*

Сана савса, тӑван Чӗлхем.

*хӑтӑм – тытса лартни

*тӗртӗм – мышцасем

*мая – йӑвара хӑваракан ҫӑмарта

*чӗм – ҫӗнӗ пурнӑҫ

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха