Ҫуртапа Ҫӗрле
Чӗтресе йӗрекен сар Ҫурта пилӗкне
Ҫӑмламас аллипе хыпашлать тӗттӗмре
Артакпа* сывлакан тухатуллӑ Ҫӗрле.
Ӑнланать: кун каҫа ӑна ҫеҫ кӗтнине,
Хуп-хура куҫӗнче хӑй сӑнне тинкерме,
Пӗр-пӗрин тайӑнне* чӗм кӗртмешкӗн пӗрле.
*артак - ачашлӑх
*тайӑн – шӑпа, пурнӑҫламалли тӗллев
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха