Курпунланнӑ Ыйту
Тӗлӗкпе витӗнсе выртакан Тӑл-пӑва* -
Силлесех - ыйхӑран тӑратать ҫӗр хута
Курпунланнӑ Ыйту - тупӑнман Хурава
Шыраса памасан евитлет шур Хута.
...Тахҫанах ҫапӑнса ҫӳрекен Ыйтӑва
Йышӑнать пӗтӗмпех чӑтакан шурӑ Хут;
Чӗнтерет те хушать пӑхӑнуллӑ Сӑвва:
Кӗр ҫӑка*, хунтӑла*, ҫӗнсе ил тепӗр хут!
Тӑл-пура пурнакан Чӗрепе Ӑс-тӑнран -
Сӑвӑри йӗркесем пуҫарсассӑн чӗр сут -
Пӑвӑрланнӑ Хурав пуҫ кӑтартрӗ аран...
Тек Ыйту силлемест, ун пачах урӑх шут...
тӑл-пу* - кӗлетеке, ӳт-пӳ
ҫӑка кӗр* - хӳтлӗх пар
хунтӑла* - хӳтӗле
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха