Тупӑк умӗнче

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 17.11.2026

Хам хама кӗтсе илетӗп

Тупӑк умӗнче:

Мӗн тери хитреччӗ эпӗ!..

Кур та - юл тӗнче!

Ҫук, ӳпке-сапка таврашӗ

Юлмӗ ман хыҫран:

Эп пуҫланӑ пурнӑҫ маршӗ

Тӑсӑлать ыран.

Ал ҫупсах мана ӑсатӗҫ

Уйӑх леш енне:

Хӑпӑтса хӑварӑп - ят ҫеҫ -

Теприне чӗнме.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха