Тыркас
«Мӗн тӑвас-ха, мӗн тӑвас? –
Пуҫ хыҫать Тыркас. –
Юлташсем ман пит нумай,
Ӗҫтереҫ пӗрмай...
Ӗҫмесессӗн – ӗҫ пулмасть,
Пӗр юлташ та калаҫмасть...»
Вӑхӑт иртрӗ,
Пӗчченех халь мухмӑр чӗртрӗ,
Юлташсем сайралчӗҫ,
Ӗҫӗ те путланчӗ...
Каласаччӗ Тыркаса,
Тепӗр чух тархасласах,
Шӑшипе Арлан:
«Эс, Тыркас, лӑплан,
Эрех пӗтмӗ нихӑҫан,
Пӗччен юлӑн, ҫилхӑван...»
------------
Ҫутӑ пӑкӑллӑ майра
Тус-юлташсӑр хӑварать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха