Хам хама тупас тесе
Хам хама тупас тесе
Вӗҫӗмсӗр чупаттӑм.
Вӗҫрӗм - лӗкрӗм кӗтесе,
Ҫӗтӗлчӗ ҫунатӑм.
Хӑвӑртрах хӑртлас* тесе -
Вӑхӑт туянасшӑн -
Сутрӑм Канӑҫ, Тӗлӗксем...
Ил, Шӑпам, тархасшӑн!
Пурччӗ ман тата ӗнсе* -
Яшлӑх, Сывлӑх, Ӗмӗт
Ил веҫех! Веҫех тӳсем.
Ӗмӗре ҫеҫ ӗмӗрт:
Юсансассӑн ҫӗкленсе -
Хам хама тупмалӑх -
Ман тӗсесчӗ* сан тӗсе*,
Тӳсӗм тӗслӗ Халӑх.
©Патшалӑх хӗрӗ
*хӑртла – юса, сапла
*ӗнсе – пытарнӑ тупра
*тӗсе - тӗпче
*тӗс – сӑн-сӑпат
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха