Витӗр Ҫил
Хӑть мӗнле алӑка яриех уҫакан -
Витӗр Ҫил иртеймесӗр паян ӑш Ҫурта -
Парӑнмастӑп пӗрех! тенӗ пек кантӑка
Хашакран* тӑпӑлтарчӗ турта та турта.
Ҫӳҫенсе чӗтренет аллинчи Чӳрече -
Парӑнмастӑп пӗрех! тенӗ пек витерсе
Тинкерет шух Ҫиле кӑн-кӑвак куҫӗнчен,
Тӑрӑхне йӑрӑмлаҫҫӗ куҫҫуллӗ йӗрсем...
... Юратсах юраймасӑр сулланчӗ вара
Сарӑ Ҫурт ӑшшине ас тивмен тӑлӑх Ҫил...
"Ҫӗрӗпе шӑхӑрса йыхӑрни те тарам*,
Темех мар! Эсӗ мар-тӑк тӗнче пултӑр кил!"
*хашак – чӳрече рами
*тарам – ахаль, усӑсӑр
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха