Кӗт!
Такам ӑша ҫакса Сехет...
Ман тахҫанах чарнас килет!..
Ҫӑтас килет кӑштах пехет...
Шалтан тапать, тӗртет, тӗкет:
"Васка, атту ӗлке'рмӗн вӗт!"
Тахҫан такам ҫакса Сехет...
Ӑна ман ы-вӑ-тас килет!...
Куҫҫуллӗн тарӑм пӗрехет,
Пӗвеннӗ куҫ курмасть тивлет...
- Тата нумай-и?
- Тӳс те кӗт!
- Тӳсетӗп...
- Кӗт!
Тӳнетӗп!..
- Кӗт!
Тапсах тӗртет татах сехет...
"Кӑштах" тесе куҫмасть-им "кӗт"?!
Манран кулса кам иртӗхет?!
Ҫавна куҫ-ран пӑхас килет!
Ас ту! Ан чӗн сӑмах та тек!
Ӑна ҫакса хӑварнӑ вӗт
Ӗлкӗртӗр, туйтӑр тенӗ пек:
Ҫулу - кӗске, утмалӑх - кӗт.
Пурне те тивӗҫмест Сехет.
Комментарисем (1)