Туй тусах кӗрлерӗ вӑрӑм пурнӑҫ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Ашкӑнса ташларӗ шавкӑн Ҫумӑр

Лупашка ҫинче кӑпӑкланса –

Чашкӑрса лӳшкерӗ кӗвӗ шӑпӑр

Тӳперен хӑй сипетне такса.

 

Шӑхӑрса алхасрӗ чӑрсӑр Ҫилӗ

Ҫӗклесех тӗрленӗ аркине

Именме пӗлмесӗр урлӑ – пирлӗ

Суллантарчӗ ҫумӑр ҫеммипе.

 

Параппан ҫаптарчӗ Аслатийӗ -

Кӑлтартатрӗ ахрӑмлӑ сасси!

Янраса вӗҫтерчӗ пӗлӗт ҫийӗн

Шӑнкӑрав ҫаксах-тӑр Ҫил ачи!

 

Вӗҫкӗнсе йӳле иленнӗ Ҫиҫӗм

Каҫӑхсах хӗрӳлӗхне йӗрлет.

Пуринчен япшар пулма пӳрнишен

Куҫ хӗссех чуна иментерет.

 

Туй тусах кӗрлерӗ Ҫутҫанталӑк -

Чӗтресе хускалчӗ чӳрече.

Витӗр пӑхрӑм – ик куҫран Ачалӑх

Салхупа тинкерчӗ вӑрахчен.


Ыталас тесе-ши: чупрӑм-тухрӑм –

Сапаланчӑк ҫӳҫлӗ, ҫаруран...

Ҫатлаттарчӗ питӗмрен хыт ҫупкӑм,

Ватлӑх тинкерсе куҫран...


Ашкӑнса ташланӑ – ҫамрӑк пулнӑ!..

Ҫиллесле каланӑ самахсем!..

Савӑнсах пуль чарӑнмасӑр кулнӑ!

Янккаса ҫӳренӗ шуҫӑмччен!..

 

Туй тусах кӗрлерӗ вӑрӑм пурнӑҫ -

Хӗрхенместӗп иртнӗ кунсене!

Манашкал ҫынсем татах та пулӗҫ:

Пиллесе парнелӗп хамӑн тивлете!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха