Кӑкарта тӑвӑнса чыхнакан шалкӑм Ҫумӑр
Кӑкарта тӑвӑнса чыхнакан шалкӑм Ҫумӑр
Тулашса кӑпӑкланчӗ хура хуранра
Тӗпӗнче сӗрӗмленнӗ те ҫыпӑҫнӑ сухӑр
Йӳҫӗхсе сӗрӗхтерчӗ сив шухӑ тӑнра.
Чашкӑрса-ылханса тухату ӑрӑмларӑм
Ҫӑханла ҫыртакан сӑмахсем чарт! Сурса
Кураймасӑр алтса чаваланчӗ хаяррӑм
Вӗчӗхсе вӗрекен хӑрӑмланнӑ чанра.
Кӑчӑртатрӗ пырта кӑмӑсканӑ куштанлӑх
Турткалашрӗ – пӳлсе сывлӑша чӑтайми.
Хӑявпа туптаса аслати пуҫтармалӑх
Тӗл-паллисӗр кусать тум-хаяр
Аллӑмра тӳккеме пӑчӑртаннӑ хыт чӑмӑр –
Шӑкӑртатрӗ кервенлӗн пӳрне вӗҫсемпе:
Хускалми пиҫсе тулчӗ юнпа алри шӑнӑр
Хатӗр пул, хатӗр пул – вилӗме эс кӗтме.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха