Савнийĕм - вилĕм, пурнӑҫ - хам

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Хĕрсе шӑраннӑ вӑхӑтра

Туптаттӑр мар-и хӑвӑртрах?

Чĕтрев чĕркенĕ аллӑрта

Ҫиҫсе ҫунаттӑм та: тӑрпа

Аран ҫӑтатчĕ сывлӑша...

Вĕри-вĕри... Ҫунтарнӑран

Куҫне чарать лаҫри хуран:

Епле чӑтан? Епле чӑтан?

Хамри шыва ӳксе пытан, -

Теме ĕлкернĕччĕ кӑна...

Шыва чӑмтарчĕҫ пуҫĕпех,

Хĕме сӳнтерчĕҫ те каллех!

Каллех пӑрахрĕҫ вучаха:

Каллех шӑранчĕ тӑтӑрха,

Каллех чӑмларĕ кӑмака...

Карма ҫӑвар кӑварĕнче -

Пин-пин чĕлхе каварĕнче -

Тинкерчĕ витерсе элчел...

Мĕнле хитреччĕ вӑл! черчен:

Сисмерĕҫ - тӑтӑмӑр венчет.

Туртса кӑларчĕҫ хӑвӑртрах,

Такка пуҫларĕҫ хытӑрах:

Авса-явса, тарӑхӑва

Тирсе пĕтерчĕҫ - вӑй-хӑват

Парнелĕх йышӑнтӑм. Тавах!

Тавах! тасалтӑм тутӑхран...

Тавах! Сире пулах кӑтран,

Эрешлĕ авӑр ҫивчĕн ман.

Савнийĕм - вилĕм, пурнӑҫ - хам:

Калас сӑмахӑм хурҫӑран.

Асӑрхан.


 *тӑрпа - печная труба

*тӑтӑрха - прочность

*кавар - сговор

*элчел - судьба, смерть 

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха