Кĕтретĕм...
Кӑваклӑхна чупсах кĕреттĕм,
Хальччен никам курман Кĕтретĕм...
Ҫула пӳлме тӑратчĕ тĕттĕм,
Чаршав каратчĕ мĕскĕн тĕтĕм...
Пире - пĕрех: кĕтме вĕреннĕ.
Ҫапах вĕҫне тупми вĕренĕн
Явнатчĕ вӑхӑт. Упаленнĕн
Хама туяттӑм чупнӑ ҫемĕн.
Хӳтте кĕретчĕ тутлӑ тĕлĕк:
Унта санран ҫуратнӑ Ĕмĕт
Пире сыпма каратчĕ хĕлĕх...
Кинет килетчĕ ҫепĕҫ кĕвĕ...
Кала. Калаҫ - итлетĕп тимлĕ.
Ҫеммӳ сӑваплӑ, унсӑр чирлĕ,
Инҫет сассу чĕрешĕн симлĕ
Сана та эп - пĕлетĕп - кирлĕ.
Хальччен никам курман кĕтретĕм,
Никам шанман чухне - кĕтетĕн.
Ĕненнипех сĕме ҫĕнтертĕм.
Парсам ална - утар кĕретĕн.
*кĕтрет - диалект: чудо
*хĕлĕх - струна
*кинет - неожиданно
*ҫемĕ - мотив
*симлĕ - полезный, благодатный
*сĕм - тьма
*кĕретĕн - открыто
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха