Пĕлĕтпе Чечек

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026


Татӑлса анас пек йывӑр Пĕлĕт

Чечек ҫийĕн йывӑррӑн сывлать

Тем каласшӑн та - чĕлхийĕ сĕлĕп -

Чӑтаймасӑр макӑрса ярать...

Камшӑнах?

Тинĕссем астарнӑ чух та, пĕлĕр,

Ирĕлсе кайман ытамсенче,

Ҫӑра улӑх илĕртсен те, пĕлĕт

Шӑварман ем-ешĕл кӑтрине...

Камшӑнах?

Ҫӳл тусем ура лартса ӳкернĕ,

Такӑнтарнӑ кĕвĕҫ хыт-хура -

Ĕмĕтне шанса каллех ҫĕкленнĕ,

Ҫухрӑмсем кĕскетнĕ васкаса...

Камшӑнах? 

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха