Кашкăр-тухтăр

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

Вӑрманти больницӑра йӗркеччӗ,

Лайӑх, юратса сиплетчӗҫ:

Тухтӑрсем ҫитетчӗҫ,

Эмелсем ытлашшипехчӗ...

Йӑлт черетсӗр,

Йӑлт тӳлевсĕр.

Тульккӑш улшӑнчӗ унта тӗп тухтăр,

Йышӑнчӗ ку пукана яш Кашкӑр.

Уҫрӗ харпăр клиника часах,

Шучӗ пычӗ йышлансах...

Вӑрманти больницӑра халь ах!

Тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ-ҫке пачах...

Черетне йышăнмалла эрне малтан,

Хӑшпӗр тухтăра кӗтсе каян халтан...

Харпăр клиника вара аталанать,

Халӑх ирӗксӗр унта утать:

Ҫав тухтӑрсемех унта лараҫҫӗ,

Пӗр черетсӗр йышăнаҫҫӗ,

Тульккӑш – укҫалла.

Йӑлт ӑнланмалла...

---------------

Харпăр медицинӑра халь тем те пур,

Тӳлевсӗрринче куран хӗн-хур.

Комментарисем (1)

Галина2026-11-15 21:58:08
Маттур автор! Пит терес! Какуй эрне! Уйах та кетме тивет. Мана черет ытлашшиех кеттермещще-ха юлашки вахатра. Кащал 2 хутчен врачсем перре пахнипех турех реанимацине асатрещ. Тавах весене, татах пуранатап-ха. Хащан та пулин медицина та улшанатех пуль?