Темскер тивĕçтермест...
Чĕрмесĕр, тӳрлетмесĕр
Кун-çул кĕнкине
Çыратăп пуль тесеччĕ -
Пулмарĕ-çке темме...
Халь çаврăнса пăхатăп
Пулни-иртни çине:
Ытла инçе хăварнă
Эп хам йăнăшсене...
Тен, йăнăш та пулман пуль -
Хӳреллĕ панчă çеç.
Темскершĕн ыратать чун,
Темскер тивĕçтермест...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха