Чечекпе Хĕвел
Ăшша туйса çеçке çурасшăн
Пуçне çĕклет ceнкер Чечек.
Хăйне вăратнă хĕвеле курасшăн:
Ыйхи килмест ун халĕ тек.
Ăна çут сывлăм та тĕсенĕ,
Каç кĕвĕçcе пытарнă Хĕвелтен,
Ăш çил те явăнса сýренĕ -
Çyпăрлама хăю çитмен:
Ытла ачаш, ытла илемлĕ...
Çaп-çамрăк- ха туни - черчен...
Епле чăтать-ши cap xĕвелĕ
Хыпса çунмасăр халиччен?
Тин шăтнă чечекрен вăл аслă.
Пĕлет: cĕмленĕвĕ вĕри -
Хĕрýллĕн юратас пулсассăн
Çунса каять чечек çеçки...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха