Акăшпа Тӳпе

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Илĕртет инçе тивлет…

Курманнин курас килет:

Çунатне вĕçме çĕклет

Шурă акăш, шеремет…

Ытамне чăмма сĕнет

Кăвак куçлă çӳл Тӳпе,

Вăл ыхлаçлăн шăп пуплет:

«Йышăнсам чун-чĕрепе»

Пĕлĕтсен шăналăкне

Акăш çунатпа сирсен ,

Тăкать шурă мамăкне -

Артака кĕрсе ӳксен .

Юмахра курман кĕтрет:

Акăш ташшине тимлет,

Çӳл Тӳпе чĕтре-чĕтре

Куç илмесĕр тинкерет...

Чĕтренсе халь вылянать

Авăрта ачаш çунат –

Ӳкесрен тытса тăрать

Сывлăшран таса хăват. 

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха