Сӑввӑм
Санран асапланса ҫуратнӑ Сӑввӑм
Шур хутӑн сӑпкинче йӗрет.
Ан иккелен-ха, тусӑм: хавӑн! хӑвӑн!
Санран йӑл илнӗ ҫут кӗтрет
Тинех халь ирӗклӗн чӗтрет…
Куҫ ӳкесрен, пӗтӗленсе юлсан та,
Чӗнмерӗм юриех сӑмах…
Хуллен: кирек ӑҫта, кирек хӑҫан та
Чӗремҫӗм айӗнче вӑрах
Ӑна упрарăм саншӑнах.
Йӗркен-йӗркен ӑша кӗрсессӗн тарӑн
Пӑхӑнтарса ачаш сассу
Ҫыхланчӗ сарӑмсӑр чӗлхе-ҫӑварӑм,
Пӑчланчӗ сан та калассу... –
Халь тинкерет алра сӑвву:
Шап-шурӑ кипкепе ӑна чӗркенӗ,
Унччен сиктернӗ ӑшӑмра
Уҫса пӑхсассӑнах – тиркеймӗн:
Унри – манра, манри – санра…
Ҫапла ҫыхланчӗ вӑчӑра.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха