Акӑшпа Тинĕс

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Хускалми выртатчĕ тикĕс

Кӑвак куҫлӑ лӑпкӑ Тинĕс

Акӑш вĕҫсе киличчен...

Ҫук, курман вӑл халиччен

Пĕлĕтрен таса ачашлӑх,

Хĕвелтен хĕрӳ хастарлӑх

Пĕр сӑнра тĕрленнине.

Чӑтаймарĕ, ахӑр, тинĕс:

Чĕвĕнсе хӑпарчĕ хирĕҫ

Хуммӑн-хуммӑн ярӑнса...

Ҫул-йĕрне улӑштарса

Ирĕке иленнĕ кайӑк

Ҫаврӑнса пӑхса пĕр авӑк

Тинĕс ҫийĕн ташларĕ.

Тапса тухрĕ сив тарĕ

Пӑхӑнман хальччен талайӑн:

Умлӑн-хыҫлӑн, ҫийĕн-айӑн

Пӑтранса шырарĕ вӑл

Тухатмалӑх сиплĕ вӑй...

Тĕлĕкрен илмлĕ хурӑн

Каймаллаччĕ - тука турĕ

Куҫ пӑвса кĕтмен ҫĕртен

Тинĕс ывӑтса хумсем...

Тивсенех хӑватлӑ варкӑш

Тӳпепе ҫураҫнӑ акӑш

Персе анчĕ тинĕсе.

Выртрĕ кайӑк чӳхенсе

Кӑвак куҫ ытамĕнче

Пӑхӑнуллӑн темĕнччен.

Ыйхине татма шикленнĕн

Сиктерет хумсем типтерлĕн

Канӑҫсӑр талай куллен...-

Хӑнӑхать ӑна хуллен

Вӑрласа хĕве пытарнӑ

Кайӑк чун - часах каварлӑ

Пулĕ тинĕс еккипе

Килĕшсе хӑй шӑпипе

 

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха