Хĕве лĕкнĕ Хĕвел

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Кӑвак куҫлӑ Тӳпе кӑпӑшка аллипе

Явӑнса юхакан сар Хĕвел кӑтрине

Пайӑрла-пайӑрла, кур, турасшӑн

Ӑвӑнса...

Васкавар, сарлака хул ҫине

Тӑсӑлсах - пуҫтарать пĕлĕтсен мамӑкне:

Тĕлĕкри ĕмĕтне вырттарасшӑн...

Чухласа-ши хĕвел - хĕрлĕхпе пĕвенсе -

Ҫунакан сӑн-питне кӑпӑшка тӳшеке

Пӑхӑнуллӑн та шӑппӑн пытарчĕ.

Хĕве лĕкнĕ хĕвел шӑпине пĕлес пек

Ватӑ каҫ ҫӑлтӑрсем витерми виткĕчне -

Тӳпепе каварлашнӑ, шет - карчĕ...

Хуйхӑран хухайми ҫакнакан уйӑха

Кам-ши хушнӑ тата?! Ҫутса ячĕ ҫурта -

Кампа кам варлине пытараймӑн...

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха