Чĕлтĕрти илем чĕркемĕ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026


Чĕлтĕрти илем чĕркемĕ -

Лĕпĕш - шӑппӑн сывлӑша

Касса кĕчĕ теветкеллĕн - 

Чӳхенсе тӑрать ӑрша

Чĕнсе илнĕ таврара...

Пин-пин куҫ - чечек тимлевĕ -

Ӳкерес пек ҫĕр ҫине

Чĕввĕн тӑнӑ та хĕлхемлĕн

Сапалаҫҫĕ ҫĕр ҫине

Ешĕл сырнӑ улӑхра...

Ялкӑшса выртан уй-хирĕн

Ĕнчĕ сапнӑ кӑкӑрне

Тĕсесе илет те сиввĕн

Малаллах тӑсать ҫулне

Кукша пуҫлӑ ҫарана:

Мамӑкне тӑкса типтерлĕн

Кĕҫҫеленĕ ҫĕр питне...

Чĕлтĕрти илем тĕрриллĕ

Ҫунатне ҫеп-ҫетме

Лĕпĕш ларасса шансах?..

Ҫухрӑмсен тусанĕ витĕр,

Ӳкермесĕр пĕр эреш

Ӑшӑрханĕ, вĕҫĕ, ҫитĕ -

Ӑвӑнсах ӑна кĕтеҫ

Хӑй иленнĕ катара.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха