Алла ҫакланнӑ Кӗнеке
Алла ҫакланнӑ Кӗнеке
Пач илӗртмест хуплашкипе.
Унтан-кунтан пӗрер йӗрке
Куҫпа йӗрлерӗм те… темме
Алран каймарӗ вӑл текех.
Ытла та хулӑн кӗнеке:
Управлӑх выртнӑ шухӑшне
Тусан пӗрчи пулин витме
Паман, курнать, вӑл - ҫаплипех
Кӗтсе ирттернӗ ӗмӗрне.
Кама валли-ши кӗнеке:
Асаплансах пичетленсе?
Кӗтес тупса ҫӳлӗк ҫинче
Ирттернӗ хӑйӗн кун-ҫулне?
Упранӑ сыхӑ: ӑшлӑхне?
Тахҫанхиех-ҫке кӗнеке!
Ачаш алра пулман пекех
Куҫран пӑхать вӑл тӗсесе…
Унччен ҫумри вун-вун тусне
Ӑсатнӑ: тупнӑ хуҫипе.
Черет ҫитмен кӗнекенне
Ашса кӗретӗп хутлӑхне…
Шыратӑп тем – пӗлместӗп те:
Уҫса паман тӗрӗслӗхе?
Тепри курман илпеклӗхе?
Алла ҫакланнӑ кӗнекем,
Санран каймарӑм эп иртсе…
Уҫса парсам: мӗнле пирке
Сана хӑварнӑ пӗччене
Пин-пин этем шӑв-шавӗнчех?
Алла иленнӗ кӗнекем,
Ҫӗр ҫывӑрмасӑр шӗкӗлчем:
Шӑрҫа пек выртнӑ йӗркӳсен
Хушшипеле хуллен иртем.
Туятӑп - эс ҫакна кӗтсе.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха