Ют Кӑвайт

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Аякра ҫунан Кӑвайтӑн

Ӑшшине туйман - пĕрех

Ҫуттине кура утатӑн

Илĕртсе тӑран ҫĕре.

Чарӑнма шутланӑ, пултӑр, 

Вай-хӑват юлман та пек.

Каҫ витми ҫап-ҫутӑ хунтӑ

Астарса утмах чĕнет.

Пусӑм хыҫҫӑн ҫĕнĕ пусӑм -

Тертлĕ ҫулӑм хыҫӑмра.

Ҫитрĕм. "Аванах-и, тусӑм?" -

Тенĕн тинкерет куҫран.

Йӑлтӑрти кулли хӑюллӑ...

Ташшине кура - ӑшши...

Ĕшĕнсе пырать ҫан-ҫурӑм -

Лартӑм пулĕ ытлашши:

Вуттине такам типтерлĕн

Купаланӑ вучаха,

Тавралла хӳме хӳтернĕ

Ҫул хупса, тен, хурахран...

Хыпса ҫуннӑ, пултӑр, маншӑн,

Анчах эпĕ киличчен

Урӑх ал ӑна упранӑ,

Сыхӑ тӑнӑ сӳнесрен.

Вӑрламастӑп пĕр хĕлхем те.

Ҫук, лармастӑп та вӑрах.

Хуҫинех кĕтсе хĕмлентĕр

Шанчӑкпа ҫунан Вучах.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха