Хĕлхемĕн ĕмĕрĕ кĕске...
Хĕлхемĕн ĕмĕрĕ кĕске...
Ун илемне курас тесен
Пĕр улӑм пĕрчи кирлĕ ҫеҫ -
Вара ун пурнӑҫĕ сӳнмест.
Вӑл пурӑнасшӑн ӑвӑнса
Сӑхса илсессĕнех ӑна
Вуткайӑкла ҫунат ҫапсах
Ҫунтарĕ ҫулӑмлӑ ташша...
Ыр пĕрчĕрен пин-пин хĕлхем
Ҫуратĕ вӑл ҫунса хитрен
Шалта упранӑ хевтине
Туйсан - тасалĕ ҫак тĕнче.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха