Тӑрипе Тӑмана
Тӑри ирех тӑрать,
Хире ӗҫе вăл йыхӑрать:
Пурте итлеҫҫӗ –
Тар кӑларса ӗҫлеҫҫӗ,
Пӗр Тӑмана кӑна
Хуп турттарать яра куна.
«Мӗнлеха эс ялан
Ҫывран та ҫывӑран? –
Тӗртет Тӑри Тӑманана.
Тӗлӗнтеретӗн эс мана...»
Пӗрре ҫак кушакпуҫ каҫалапа
Пырать Тӑри патне калаҫмалла,
Тӑри, мӗн тетӗр, ҫывӑрать,
Хӗвел анман – ыйха ҫапать.
«Ара, кун пек ирех выртсан
Ыйху мӗнле-ха тулмӗ сан?» —
Шутларӗ Тӑмана,
Вӗҫтерчӗ вӑрмана.
------------
Кам – тӑри, кам – тӑмана,
Ҫапах ҫывӑрмаллах.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха