Кӑлармасть куҫҫуль ҫут Уйӑх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Капланса килсессӗн хуйӑх

Кӑлармасть куҫҫуль ҫут Уйӑх:

Кулленхи йӑлипеле

Чӗртсе ярӗ вучахне,

Чӑтма йывӑр суйхине

Ҫунтарать те ҫӗрӗпе

Шупкаланнӑ пичӗпе

Лӑпкӑн шуҫӑм кӑкӑрне

Тӑрӑнса ӳкет ӳпне.

Ҫавӑ ҫеҫ.

Асап витӗр тухнӑ кулӑ

Килентертӗр тухатуллӑн

Ҫӑмалттай ҫӑлтӑрсене –

Вӗсен вӗтӗ шухӑшне

Курмӑш пулнӑн, йӗрӗнсе

Пӑрӑнать айккинерех…

Сас памасӑр, пӳленсе

Тӑракан ыратӑвне

Пӑрахать каллех вутне.

Ҫавӑ ҫеҫ.

Кӑшласа тӑрсан та тунсӑх –

Макӑрма пӗлмесӗр – юншӑх

Пулӑшу кетмесӗрех,

Хӑнӑхнӑ йӗркипелех,

Куҫҫульне пӳле-пӳлех

Ҫутса ярӗ вучахне.

Кӑвакарнӑ куҫӗпе

Сулса илӗ тӗнчене

Сывпуллашӗ ыранччен.

Ҫавӑ ҫеҫ.

Ҫунтарсассӑн – хухӗ хуйӑх…

Ун чухне вара ан ҫулӑх:

Пин-пин ҫӑлтӑр ҫутинчен

Пин хут капӑр куллипе

Пӗлӗтсен шӑналӑкне

Ҫурса тухӗ ирӗке!

Йӑрӑс пӗвӗн авӑкне

Ӑмсануллӑ куҫӗпе

Пӑхса тӗлӗнӗ тӗнче!..

Ҫавӑ ҫеҫ. 

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха