Ĕмĕтӳнтен утса тухатӑп шӑппӑн...

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Ĕмĕтӳнтен утса тухатӑп шӑппӑн:

Ҫунатӑма сармалӑх тӑвӑртан.

Ӑсатмасан та. Йышӑн, тусӑм, сӑппӑн

Ӑраскална. Пӳрмен хитре самант

Пулса юлни, тен, аванрах.

Тĕлĕкӳнти ӳкерчĕкĕн кӑшкарĕ -

Чĕнтĕрлесе шӑратнӑ та - ҫапах

Вырнаҫайми чуна хӑшкарĕ

Тӳссе ирттерейми. Ыратмаллах

Пулсан... кайни, шет, аванрах.

Астӑвӑмра япшар калан харкамҫӑн

Пичетленсе юлсан та сӑнару

Ирĕкленсе тухатӑпах хальхаҫҫӑн

Хĕсĕниччен хашак тата кару...

Паян кайни, чӑн, аванрах.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха