Ҫарамасланчĕ ырă Шухӑш...

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026


Ҫарамасланчĕ ырă Шухӑш...

Ытарлӑхне хывса персен:

Ӑмсанупа Киленĕҫ хутӑш

Тĕлĕннипе пӑтранчĕҫ ҫеҫ;

Тасалӑха курма ӳркеннĕ

Наянлӑхра вӑранчĕ час

Кӳлешӳпе тулли, чĕтревлĕ,

Ҫӳҫенмелле асаплӑ сас;

Айванлӑхне ылханчĕ Мĕскĕн;

Хӑюлӑхне шыра-шыра

Упаленсе ҫӳрерĕ Вĕҫкĕн;

Самантранах ҫакна кура

Ĕнерхине сыпма хӑтланнӑн

Йӑпӑлтатма пуҫлать Чӑлах;

Парӑнмасса пĕлтернĕн, танлӑн

Ҫапӑҫмалла тухать Ухмах;

Сӑпайлӑхпа пĕркеннĕ пулнӑ

Хӑюлӑхпа тĕллев Ачин

Йӑвантарса ямалӑх сулӑм

Чӑмӑртаса тӑрать алли

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха