Кӑвак куҫу пӑтратнӑ авӑра
Кӑвак куҫу пӑтратнӑ авӑра
Ишме пĕлмесĕрех кĕретĕп:
"Хӑюллӑскерĕм, чĕптĕм ан хӑра.
Тетелĕмпе сĕретĕп", - терĕн.
Шӑпа-астармӑш сĕннĕ самантра
Иккеленсе тӑмасть хӑюлӑх:
Хӑватлӑ юхӑм ҫӑрнӑ тапӑра
Тупма шутларӑм пултарулӑх.
Ан тив! Айван тесе калатӑрах
Ҫыран ҫинчи телейсĕр мĕскĕн.
Самантӑм ҫитрĕ - тӳснĕччĕ вӑрах -
Ҫавра-ҫавра арманӑр хĕснĕ.
Сулланчӑк хум ҫилпе вылянӑ чух
Тимрен тухса, куҫран ҫухалтӑм.
Тинех пӑчланчĕ, вилчĕ терĕр пуль?
Арманӑр калтӑр пӑлтӑр-палтӑр!
Туртса антарнӑ сулӑмлӑ ахрат
Патшалӑх ачине курсассӑн
Пӑвма тупмарĕ темшĕн вӑй-хӑват
Юлашкинчен сывларĕ ассӑн:
- Хальччен чӑмланисем хӑра-хӑра -
Хура пулсан та йӑлӑнатчĕҫ
Ҫӑлса хӑвар, - тесе. Эс ма вара
Парнелĕх антӑн та кулан ҫеҫ?
- Хӑравҫӑ мар халь тин кĕлмĕҫленме
Мана ҫуратнӑ вӑйлӑ халӑх!
Хевтӳ ҫитсен - тархасшӑнах - чӳкле!
Пулам парне - асра юлмалӑх!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха