Каҫӑх, Сӑввӑм!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Шӑппӑн ҫеҫ утса кĕретĕн...

Тĕлĕк виткĕчне сиретĕн...

Сĕрĕм тивнĕн пуҫ анрать,

Аллӑм ҫӑлӑнӑҫ шырать.

Ку ҫĕрле сана кĕтменччĕ -

Йывӑр кунӑм сӳслентерчĕ.

Пур-пĕр килтĕн. Хуҫалла

Авӑрларӑн аллӑма:

Шурӑ хут ҫинче каллех

Ташлаттартӑн ҫĕрĕпех,

Аврӑн-яврӑн тĕрлĕрен

Мĕскĕн чунӑн калемне...

Каҫӑх, Сӑввӑм! Ӳлĕмрен

Манӑн хӑтлӑ пӳлĕмре

Ан шыра ункай кĕтес -

Урӑх хам пата кĕртмес!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха