Сӑпайлӑ Састашӑм
Антӑхса сӑмахсем шыракан шухӑша
Пӳлсе хучĕ сӑпайлӑ састашӑм.
Пур-пĕрех именмесĕр кĕресшĕн ӑша:
Пӑшӑлтатрĕ ытарлӑн, ачашшӑн...
Тумламшар сӑрхӑнса тулакан савнӑҫа
Йĕркесем хушшине хĕстерес пек
Пӑчӑрта-пӑчӑрта ирттерсеччĕ каҫа:
Хирĕҫле калама халӑм ҫук тек...
Сӑввӑмпа савӑшса сапаланнӑ ӑса
Лӳчĕркенчĕк шур хутӑм пуҫтарĕ,
Асаппа артака пĕтĕҫтернĕ сасса
Ӳкĕнмесĕр, ӳпкевсĕр йӑмтарĕ.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха