Япшар ятна уртса яратӑп

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Япшар ятна уртса яратӑп

Салхулӑх сулхӑнĕ тивсен:

Куҫ витерми ачаш ҫунатӑн

Хуплать мана сив синкертен.

Япшар ятна савсах тĕрлетĕп

Астӑвӑм ҫиппипе куллен.

Ют вӑрласран сана - кĕретĕн

Чĕнместĕп ҫеҫ. Хӑвах пĕлен.

Япшар яту - хӑватлӑ хунтӑ:

Упрать амак ҫакланасран.

Инҫе чухне те ҫирĕп пултӑм:

Тухмарӑн, савнӑҫӑм, асран.

Ҫакна пĕлсе - асӑрхануллӑ

Пулсамччĕ эсĕ те ялан.

Япшар яту сан тухатуллӑ -

Ӳксен ҫĕклет. Ҫакна ан ман.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха