Каварҫуна манран салам
Ҫыран хĕрне тĕрте-тĕрте
Илсе ҫитертĕн те - мĕскер
Кĕтсе тӑратӑн? Яр тĕксе!
Тӑрать...каллех... иккеленсе:
Ытла та мĕскĕн! Мĕскĕн-ҫке!
Мĕнле чӑтать сана тĕнче!?
Курман та мар-ха суййуна...
Хӑвна хĕрхеннĕрен кӑна
Сунмарӑм, пĕл, турткалашма:
Пĕлеттĕн хаклӑпа сутма
Ниме тӑман пуш сӑмахна
Ытти ҫынна та - мана мар!
Пĕлмен пулсан шӑла ҫыртма
Курман та пулӑттӑм сӑнна -
Кĕҫҫе хупланине ӑна...
Юрать. Ҫитет! Хура ĕҫна
Туса пĕтер те лӑш кӑна
Ларса кансам.
Каварҫуна
Манран салам тата кала...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха