Чӑх-чӗп

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

Вӑрманта хальччен пулман шӑй-шай,

Кайӑк-кӗшӗк шуйхашать:

«Халиччен курман кун пек нуша –

Мӗншӗн пуҫлӑх аташать?»;

«Чӑх-чӗпе шута илсе

Мӗн тӑвасшӑн халь вӗсем?»

«Паллӑ ӗнтӗ, – тет Куккук, –

Хурӗҫ малашне налук...»

«Йӑлт тытасшӑн чӑмӑрта,

Мӗн чуль тунӑ ҫӑмарта,

Чӗп кӑларнӑ миҫе кайӑк –

Пӗлес тейӗҫ», – тет Саркайӑк.

«Хуть мӗн калӑр та мана, –

Терӗ ватӑ Тӑмана. –

Пур саккун – йышӑнмаллах,

Чӗпсене ҫыртармаллах».

«Вуннӑран ытла пулсан?» –

Ыйтрӗ ватӑран Ӑсан.

«Пар кӳршӳсене, мана», 

Ӑс вӗрентрӗ Тӑмана.

         ------------

Пур саккун пӑхӑнмаллах:

Чӑхсене «штамп ҫапмаллах».

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха