Илемлĕ тĕлĕк пулнӑ сан

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 13.11.2026

Ӑсна вырнаҫайман Сӑмах

Ҫыртса илсессĕн канӑҫна

Черчен чĕрӳ хӑра-хӑрах

Хӑтланĕ алӑкне уҫма.

"Нивушлĕ?" тенĕн ахрӑмла

Йĕкĕлтесе ӑсна-тӑнна

Выля пуҫлать пытанмалла

Ынатлӑ туйӑм... Ан хӑра.

Кĕтмен сӑмах - кĕтмен хӑнан

Кĕрсе вӑратĕ ыйхӑран,

Унтан ҫухалĕ... Ӑнланан:

Илемлĕ тĕлĕк пулнӑ сан.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха