Иртнине тавӑраймӑн
Фантастикӑллӑ калав
Сӗтел хушшинче хутсемпе паллашса ватӑ ӑсчах ларать. Ҫӳҫе кӑвакарнӑ, пичӗ пӗркеленчӗк. Ун умӗнчи темиҫе монитор ҫинче тӗрлӗ информаци вырнаҫнӑ. Хӑйӗн ывӑннӑ куҫӗсемпе хутсем ҫине пӑхса вӑл унта мӗн ҫырнисене танлаштарнӑ хушӑра сасартӑк алӑк уҫӑлса кайрӗ те пӳлӗме ҫамрӑк пулӑшуҫӑ чупса кӗчӗ.
Хумханнине чараймасӑр вӑл кӑшт чӗтрекен сассипе:
— Профессор... Пӗтӗм оборудовани хатӗр. Эпир пуҫлама пултаратпӑр, — терӗ.
Ватӑ ӑсчах тӳрех ҫамрӑк ҫынла тӳрленсе ларчӗ — ку саманта тахҫанах кӗтнӗ тейӗн.
— Атя, кайрӑмӑр! — терӗ вӑл хутсене сӗтел хӗррине сирсе хурса. Текех вӗсем ӑна интереслентерме пӑрахрӗҫ.
* * *
Лабораторине ҫитме самай утма тиврӗ. Ҫак хушӑра ватӑ ӑсчах умӗнче хӑвӑрт кӑна унӑн пурнӑҫӗн ӳкерчӗкӗсем мӗлтлетсе иртсе кайрӗҫ.
Ачалӑх, ҫамрӑклӑх... Ҫемьене ҫаврӑннӑ юратӑвӗ. Малтанхи телейлӗ ҫулсем... Анчах вӗсем нумая тӑсӑлмарӗҫ.
Пӗрре ҫапла ӑнсӑртран ӗҫ вырӑнне ҫухатрӗ те унӑн хурлӑхлӑ кунӗсем пуҫланчӗҫ. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫӗ юратнӑ мӑшӑрӗпе вӗсен тӑватӑ ҫулхи хӗр пӗрчи, Алькка, пулса юлчӗҫ. Анчах пӗр хӑрушӑ ҫу кунӗнче унӑн пурнӑҫӗнче тепӗр инкек сиксе тухрӗ: вӑл хӑйӗн хӗрне, кайран вара мӑшӑрне те ҫухатрӗ...
Мӗнле пулса иртрӗ-ха? Паянхи пекех астӑвать вал ҫав куна.
Ӗҫ вырӑнне ҫухатнӑ хыҫҫӑн вӑл нумай вырӑна хӑйӗн резюмине ярса пачӗ. Чылай ҫӗре ҫитсе собеседовани урлӑ тухрӗ. Пӗринче ӑна ӑнчӗ темелле, ун кандидатурине пӑхса тухма шантарчӗҫ.
Вӗсен килӗ ҫумӗнче питӗ илемлӗ кӳлӗ вырнаҫнӑччӗ. Ҫав кунхине вӑл Альккапа ун хӗрринче ларатчӗҫ. Хӗр пӗрчи пуканепе выляса ашшӗне аслӑ ҫын пек «атте, пӗтӗмпех йӗркеллӗ вӗт, пурнӑҫ майлашӑнса кайӗ» тесе каланӑччӗ. Ахӑртнех асламӑшӗнчен илтнӗ пуль... Ку пӗрре те пӗчӗк ачан сӑмахӗсем пулман ӗнтӗ.
Вӗсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларнӑ хушӑра килӗнчен ашшӗ сасси илӗнсе кайрӗ:
— Тухсар! Телефон шӑнкӑравларӗ! Сана ыйтаҫҫӗ.
Ку шӑнкӑрава вӑл темиҫе кун кӗтсе пурӑнчӗ ӗнтӗ. Ыран шӑнкӑравлатпӑр тесе шантарнӑскерсем виҫҫӗмӗш кунне кӑна ҫыхӑнчӗҫ пулас.
— Атте, ҫиччас! — терӗ те васкаса килелле чуптарчӗ. Алькка вара ҫыран хӗрринче юлчӗ...
Калаҫу питӗ савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Унӑн кандидатурине чӑн та ырланӑ иккен. Вӑхӑта манса вӑл телефонӑн тепӗр енче ларакан ҫынпа чылайччен калаҫрӗ. Шалу пирки, мӗнле ҫӑмӑллӑхсем ӑна кӗтеҫҫӗ. Карьерине мӗнле ӳстерме майсем пур. Пурнӑҫ майлашӑнса каясси палӑрчӗ.
Телефон кӗпҫине хунӑ май вӑл Алькка пирки аса илчӗ те ӑна савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерме кӳлӗ хӗррине анчӗ. Анчах хӗр пӗрчи ниҫта та курӑнмарӗ. Сасартӑк унӑн чунне йывӑр туйӑм пусса илчӗ. Инкек сиксе тухнӑ шухӑш пуҫа пырса кӗчӗ... Вӑл хӑвӑрт кӑна ҫыран ҫумӗнчи кӗпер патне чупса пычӗ. Малтан чунӗ сӳ! ҫӳҫенсе илчӗ, кайран хӑвӑрт кӑна шыва сиксе хӗрачан кӗлеткине ҫыран хӗррине туртса кӑларчӗ те ӑна чӗртсе тӑратма искусственнӑй майпа сывлаттарма тӑрӑшрӗ. Хӗрачан чӗрине ҫӗнӗрен таптаттарма тӑрӑшрӗ!
Альккана алла илчӗ те килелле чуптарчӗ.
— Атте! Хӑвӑртрах! Васкавлӑ пулӑшу чӗн! — кӑшкӑрчӗ вӑл кил еннелле.
Ҫук, ҫӑлса хӑвараймарӗҫ Альккана. Телефонпа вӑл ун чухне ытла нумай калаҫнӑччӗ ҫав... Ҫав вӑхӑтра тӑватӑ ҫулхи хӗрача темле майпа шыва кӗрсе ӳкнӗ... Тен, пуканине ӳкернӗ те ун хыҫҫӑн туртӑнса хӑй те шыва кӗрсе ӳкнӗ...
* * *
Ҫакӑн хыҫҫӑн Тухсарӑн пурнӑҫӗ пушшех арканчӗ. Арӑмӗ те, инкек вӑхӑтӗнче хулара пулнӑскер, ӑна пӑрахса кайрӗ. Ҫулталӑк ытла хӑйӗн хуйхине эрехре путарнӑ хыҫҫӑн унӑн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗчӗ: вӑхӑта тавӑрмалла. Ҫын ӑсӗ тем те шухӑшласа кӑларма пултарать! Вӑхӑта тавӑрма пултаракан меслет те пулмаллах!
Ҫапла май вун-вун ҫул иртсе кайрӗ. Хӑйӗн умӗнче тӗллев лартнӑран унӑн пурнӑҫӗ йӗркене кӗчӗ, вӑл паллӑ профессор пулса тӑчӗ. Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗршывӑн чылай кӗтесне саланса пӗтрӗҫ, чикӗ леш енче те хӑйсем валли паллӑ ят шыраса тупакансем пулчӗҫ.
Анчах ҫав хӑрушӑ кун унӑн асӗнчен пӗр самантлӑха та тухмарӗ.
* * *
Лабораторине ҫитнӗ хыҫҫӑн ватӑ ӑсчах хумханма пуҫларӗ. Тинех вӑл кӗтнӗ самант ҫитрӗ пулас! Мӗн чухлӗ тӗпчев, мӗн чухлӗ тӗрӗслев... Акӑ вӑл унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗн ӗҫӗ — ун умӗнче тӑракан йӑлтӑркка капсула. Вӑхӑта каялла ҫавӑрма пултаракан машина.
— Пӗтӗмпех хатӗр-и вара? — ыйтрӗ Тухсар.
— Тӗрӗслерӗмӗр. Ӗҫлемелле, — хуравларӗ шурӑ халатлӑ тепӗр лаборант.
Ҫав хушӑран хыҫра тӑракан пулӑшуҫи те хӑйӗн хумханӑвне пытармасӑр шиклӗн ыйтрӗ:
— Профессор, вӑл чӑн та ӗҫлесен пирӗнпе мӗн пулӗ?
Ватӑ ӑсчах ҫаврӑнчӗ те ӑшшӑн кулса илсе хуравларӗ:
— Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулӗ. Ӗҫлемелле. Сире, паллах, пӑрахса хӑвармӑп!
Тухсар хӑйӗн лаборанчӗсене шанать пулин те вӑхӑта тавӑракан машинӑна хута яриччен унӑн параметрӗсене хӑй тӗрӗслесе тухрӗ. Графиксене пӑхрӗ, танлаштарчӗ. Самай ватӑлнӑ пулин те ку самантра унӑн пуҫӗ ҫамрӑкла ӗҫлерӗ.
«Кӗт мана, пепкем, эпӗ ҫитетӗп. Ҫӑлатӑпах сана!» — пӑшӑлтатрӗ вӑл хӑйӗнпе хӑй.
Мӗнпур параметр йӗркере пулнине ӗненнӗ хыҫҫӑн вӑл капсулӑн алӑкне уҫрӗ те ун ӑшне вырнаҫрӗ. Шалта ытлах нимех те ҫук. Пӗр хӗрлӗ кнопка кӑна. Ӑнсӑртран пусасран ӑна предохранительпе хӳтӗленӗ.
Йывӑр алӑк шӑппӑн хупӑнчӗ. «Контур ҫыхӑнчӗ, пӗтӗмпех йӗркеллӗ» — илтӗнчӗ машина сасси.
Тухсар хӗрлӗ кнопкӑн предохранительне илчӗ. Тухсар тарӑн сывласа илчӗ те куҫне хупрӗ. Унӑн куҫӗ умне пӗчӗк хӗрачин ҫутӑ сӑнарӗ тухса тӑчӗ.
— Юрӗ! Ӑнӑҫу пултӑр! — тесе хӑйне хӑй хавхалантарчӗ те хӗрлӗ кнопка ҫине пусрӗ.
* * *
Пӗр самант иртрӗ… Иккӗ... Виҫҫӗ...
Тухсар йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӗ. Нимӗн те улшӑнман. Кантӑк витӗр ҫавӑн пекех лаборатори курӑнать.
Тен кнопка пусӑнман тесе вӑл ӑна тепӗр хут пусас тесе аллине тӑсрӗ кӑна сасартӑк пӗтӗмпех аса илчӗ... Мӗн пулса иртнине вӑл чӑннипе ӑнкарса илчӗ.
Машина чӑн та ӗҫлесе кайрӗ иккен. Вӑл чӑн та иртнӗ пурнӑҫа таврӑнчӗ. Анчах... Пӗтӗм пурнӑҫ малтанхи пекех шуса иртрӗ. Вӑл ҫавӑн пекех телефонпа чылай калаҫрӗ, ҫавӑн пекех каярах Альккан кӗлеткине шывра тупрӗ... Унчченхи пекех хуйхине эрехре пусарчӗ, кайран вара вӑхӑта каялла тӑваракан машинӑна ӑсталама пикенчӗ.
Темиҫе самант иртнӗ хыҫҫӑн кӑна вӑл ҫак пурнӑҫа тепре пурӑнса ирттернине ӑнланса илчӗ.
Ватӑ ӑсчах ассӑн сывласа илчӗ. Кнопка патне тӑснӑ аллине каялла илчӗ.
— Ҫук, иртнине тавӑраймӑн, — шӑппӑн каларӗ вӑл, унтан алӑка уҫса капсулӑран тухрӗ.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха