Вулатчĕ ватӑ Уйӑх кĕлĕ...

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Вулатчĕ ватӑ Уйӑх кĕлĕ:

Кĕтсе ĕшеннĕн тĕлĕкне

Ларатчĕ пуҫĕпе сĕнксе...

Сӑпрай ҫине каратчĕ хĕлĕх

Кĕслеҫĕ: селĕм кĕввине

Ĕнерлеме ҫак каҫхине...

Йĕркен-йĕркен эреш тĕрленĕн

Сӑмах тиретчĕ сӑввине

Ҫыравҫӑ асӑнма пире...

Вĕсен... Кашнин харкам тĕллевĕ

Кивҫен илеймĕн ĕмĕте...

Ман - хамӑн: эп сана кĕтеп.

*Сӑпрай- инструмент

*Харкам- личный, свой

*Селĕм- красивый, чудесный 

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха